И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем
И.Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе халалланă. Вăлах чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсенчен пĕри пулса тăнă. Унăн калавĕсем асра юлакан сăнарлăхпа тата чĕлхе ансатлăхĕпе палăраççĕ. Хайлав сăнарĕсем (çынсем, чĕрчунсем, йывăç-курăксем) – пĕчĕк вулакансене ăнланма çăмăл та çывăх персонажсем. Чăваш ачисем пуçласа кĕнекесенче тăван халăх юмахĕсене, юррисене, халапĕсене, тупмалли юмахĕсемпе ваттисен сăмахĕсене вула пуçланă.
Иван Яковлевич Яковлев çырнă ача-пăча калавĕсене пĕчĕк шăпăрлансем паянхи кун та юратса вулаççĕ, унта вĕрентнисене ăша хываççĕ.
Инструкция к тесту
"И. Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем" онлайн-викторинăра пурĕ 25 ыйту. Ыйтусене пурне те хуравласан сертификат илме май пур. Пурне те ăнăçу!
Количество вопросов в тесте:
25